Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗ

Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхне «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем сюжет ӳкерме килнӗ. Кунти пилӗк ялта пурӑнакансем автобус ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсен чи ҫывӑх чарӑнӑва 8 ҫухрӑм утма тивет.

Ку кӑҫал ака уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Унччен ялсене эрнере виҫӗ кун автобус кӗрсе тухнӑ. Вӑл ҫӳреме пӑрахнӑ хыҫҫӑн такси чӗнсе илме тивет. Ҫак ялсенче вара 185 ҫын пурӑнать.

Ҫынсем ку ыйтӑва татса памашкӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗнчен те пулӑшу ыйтнӑ. Хуравӗ пӗрре – автобуса пассажир сахал пулнӑран ҫӳреме пӑрахтарнӑ. Ҫапах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Сорокин хӑйӗнчен мӗн килнине тума шантарнӑ: ЧР Транспорт министерствине ҫыру ярӗ. Тен, Шупашкартан Элӗке килекен пӗр автобус та пулин эрнере пӗрре ҫав ялсене ҫула май кӗрсе тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61007
 

Шыв — пурнӑҫ тыткӑчиех. Ял ҫынни пушшех те унсӑрӑн пурӑнаймасть. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерме те, хур кӑвакал усрама та кирлӗ ялти пӗве-ҫырмасем.

Элӗк районӗнчи Какаҫри Макаҫ пӗве пуҫӗ темиҫе ҫул каяллах шывпа йӑшса татӑлса кайнӑччӗ. Шырланланма та пуҫланӑччӗ, шыв виҫи те палӑрмаллах чакнӑччӗ. Кӑҫалхи ҫу кунӗсенче пысӑк пӗве типсе ларас хӑрушлӑх та тухса тӑнӑччӗ. Ҫулсеренех 100 пуҫ хур тытакан Антоновсене уйрӑмах пӑшӑрхантарнӑччӗ ҫак ҫивӗч ыйту.

Иртнӗ кунсенче Болислав Антонов «Новый путь» хуҫалӑхран ятарласа трактор ыйтнӑ. Хӑйсен шучӗпех Макаҫ пӗве пуҫне юсаттарнӑ, шырланланма ӗлкӗрнӗ вырӑна тӗксе тикӗслеттернӗ. Ултӑ теҫеткери арҫын палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра пӗве пуҫне шыв юхма пысӑк пӑрӑх хурасшӑн.

 

Паян, ҫурлан 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Юлӑш ялта пурӑнакан Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Филимонова Марфа Филимоновна хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫак пысӑк та савӑнӑҫлӑ пулӑмпа саламлама ват кинемей патне социаллӑ ыйтӑвӗпе ӗҫлекен пайӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ, социаллӑ аталану, ҫамрӑк политики, культура тата спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Николаев, Элӗк районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтелӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Григорьева, Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӑн ҫумӗ Мария Романова, районти ветерансен канашлӑвӗн председателӗ Анатолий Тимофеев килсе ҫитнӗ. Эдуард Владимирович юбиляршӑна Раҫҫей Федрацийӗн президенчӗ Владимир Путин ярса панӑ персоналлӑ ҫырӑва алла тытарнӑ. «Шурӑмпуҫ» фольклор коллективӗ Марфа Филимоновна илемлӗ юрӑсем шӑрантарса саламларӗ.

Ватӑ кинемей ҫӗршыва уссӑлӑх кӳрес тесе хӑй ҫуралса ӳснӗ Элӗк районӗнчи Утаркасси ялӗн колхозӗнче нумай ҫул хушши ӗҫлесе пурӑннӑ. Пенсине тухсан Марфа Филимоновна хӑйӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ патне Тури Юлӑш яла куҫса килнӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Нарӑс, 28

1918
107
Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ.
1968
57
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
16
Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй